Пермьри А.М. Горький ячӗллӗ патшалӑхӑн универсаллӑ вулавӑшӗн ӗҫченӗсем Чӑваш Ене опыт пухма килнӗ. Профессилле тур ят панӑ ҫулҫӳреве тухнисем Чӑваш Енри вулавӑшсемпе паллашас тӗллев лартнӑ. Республикӑн Культура, наци тата архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ютран килнисене пирӗн патри ҫӗнӗлле ӗҫлени илӗртет.
Пермьри вулавӑш ӗҫченӗсем «Регионӑн культура анлӑшӗнче вулавӑшӑн хальхи вӑхӑтри аталанӑвӗн стратегийӗ» пултарулӑх лабораторийӗпе паллашнӑ, республикӑн ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшне ҫитнӗ, Муркаш районӗнчи Кашмашри вулавӑшра «Вырӑнти ҫынсен пурнӑҫӗнче вулавӑш вырӑн йышӑнни» мероприятие хутшӑннӑ.
Ӗҫ опычӗпе паллашнипе пӗрлех хӑнасем Шупашкар тӑрӑх курса ҫӳренӗ. Каҫхине вара Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Нарспи» спектакле кайса курнӑ.
Республикӑри хӑш-пӗр шкулта кӗрхи каникула ытти ҫулхинчен маларах янӑ. Ҫапла тума инкеклӗ лару-тӑру хистенӗ.
Иртнӗ эрнекун пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунине пула тата ҫанталӑк сасартӑк сивӗтсе лартнине пула ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлса пӗтнине нумайӑшӗ асӑрхарӗ ӗнтӗ, кун пирки пирӗн сайт хыпарланӑччӗ. Ку вӑхӑтра Шупашкарта троллейбуссем йӑпӑртлӑха чарӑнса илнине те, ял-хуласенчи микрорайонсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнине те пиртен кашниех пӗлет. Хӑш-пӗр ҫӗрте ялсем халӗ те ҫутӑсӑр лараҫҫӗ.
Ҫутҫанталӑк ҫапла шар кӑтартнине кура республикӑра инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑну та кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ирхи 9 сехетре Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи 17 шкулпа 7 ача пахчи ҫутӑсӑр ларнӑ. Уйрӑмах кӑткӑс тӑрӑм Муркаш районӗнче иккен. Унта 25 шкултан тӑваттӑшӗнче, 14 ача пахчинчен тӑваттӑшӗнче ҫутӑ ҫук. Электричество ҫуккине кура ӑшӑ кӑмакисем ӗҫлеймеҫҫӗ. Шкулсенче ӑшӑ тата ҫутӑ ҫуккине кура ачасене кӗрхи каникула иртерех яма йышӑннӑ.
Юпан 17-мӗшӗнче каҫхине пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунӑ май электролинисем пӑрланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте татӑлнӑ. Ҫавна май Чӑваш Енри темиҫе муниципалитет электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Электричество Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче сӳннӗ. Юпан 18-мӗшӗнчи кӑнтӑрла тӗлне Элӗк, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче ҫеҫ электричество пулман. Унти 47 ялта 4036 ҫын ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫав йыша виҫӗ шкулпа виҫӗ ача пахчи кӗнӗ.
Авари пулнӑ вырӑнсенче Инкеклӗ лару-тӑру тытӑмӗн ӗҫченӗсем ӗҫленӗ.
Паян ирхине Муркаш районӗнчи Оринин ял тӑрӑхӗнчи Лантӑш ялӗ ҫумӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ — ҪҪХПИ инспекторӗ Ҫеменкасси ял ҫыннине вилмеллех ҫапса кайнӑ. 48 ҫулхи арҫын ҫул хӗррипе утса пынӑ иккен, 36 ҫулхи инспектор ӑна тӗтреллӗ ҫанталӑка пула курман тесе шутлаҫҫӗ. Етӗрнери районсем хушшинчи тӗпчев пайӗ халӗ ку ӗҫпе тӗрӗслев ирттерет.
Хальлӗхе пӗлнӗ тӑрӑх ҫынна ҫапса кайнӑ инспектор Муркашран (вӑл унта пурӑнать иккен) ӗҫ вырӑнне васканӑ пулать. Медицина тӗрӗслевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл ӳсӗр пулманни палӑрнӑ. Пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн инспектор ун пирки хӑйех пӗлтернӗ имӗш, вырӑнтан тарман. Инкек ҫул ҫинче тӗтре тӑнине пула пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче асӑннӑ ятлӑ ялсен уявне йӗркелеме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ уява республикӑри ҫавӑн ятлӑ мӗнпур уява пухасса шанаҫҫӗ. Хальлӗхе унта ҫитейменнисем те пулнӑ иккен-ха. Муркаш тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи ҫавӑн ятлӑ ялсем унта хутшӑнмасӑр юлнӑ. Анчах килес фестивале вӗсем хутшӑнас кӑмӑллине пӗлтернӗ иккен.
Иван Дубановӑн «Географические названия Чувашской Республики» таврапӗлӳ словарьне тишкерсен Вӑрманкасси ятлӑ ялсем Чӑвашра — 13. Красноармейски тата Муркаш районӗсенче ҫавӑн ятлисем виҫшер, Шупашкар районӗнче — иккӗ, Элӗк, Вӑрнар, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри тата Ҫӗрпӳ районӗсенче — пӗрер. Вӑрман тата Вӑрманкас сӑмахпа пуҫланакан ялсем те пур. Вӗсем — тӑватшар.
Ватӑсене ултавҫӑсем епле кӑна улталамаҫҫӗ пулӗ?! Хӑйсемпе социаллӑ ӗҫчен тесе те паллаштараҫҫӗ, тухтӑр тесе те суеҫтереҫҫӗ, газ тытӑмӗнче е ҫавӑн йышши тем тӗрлӗ халап шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Е тата «Сирӗн пӳрте усал иленнӗ — ӑна тасатмалла», — тесе пырса кӗреҫҫӗ. Пур услапа ан ӗненӗр тесе темле асӑрхаттарсан та ҫакланакансем пур.
Иртнӗ эрнере, акӑ, Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан 79-ти кинейме икӗ хӗре ӗненнӗ. Лешсем хуҫалӑхра кирлӗ, анчах йӳнӗ ӑптӑр-каптӑр тавар 20 пинпе тыттарса хӑварнӑ. «Лавккара вӑл 38 пин тенкӗ тӑрать. Сире, Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ячӗпе, йӳнӗпех сутатпӑр. Эпир — ваттисен ҫуртӗнче ӗҫлекенсем», — тесе карчӑка ним мар ӗнентернӗ. «Ман укҫа ҫук-ха», — текелесе малтан лешӗ турткаланма пӑхнӑ та кайран ӳкӗте кӗнӗ. Пӗтӗм таварӗ (виҫӗ япала тыттарса хӑварнӑ) икӗ пин тенке яхӑн кӑна тӑрать-мӗн.
Юпан 4-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи тепӗр ватӑ йӳнӗ тавара 15 пин тенкӗпе илсе юлнӑ. Хӑйсемпе хӗрсем социаллӑ хӳтлӗх пайӗнче тӑрӑшатпӑр тесе паллаштарнӑ иккен.
Карчӑк-кӗрчӗке улталакансем 26–27-ри хӗрсем пуль тесе икӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ.
Юпан 9-11-мӗшӗсенче «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» Пӗтӗм тӗнчери канашлу вӑхӑтӗнче Чӑваш Енре ГТО комплексӗн нормативӗсене пурнӑҫламалли пӗрлехи кун иртет.
Форум уҫӑлнӑ кун «Спартак» стадионта пысӑк спорт уявӗ йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫавна май Шупашкарта пурӑнакансемпе пӗрлех унта ҫитнӗ пур хӑна та хӑйсене спортӑн тӗрлӗ дисциплининче тӗрӗслесе пӑхма пултарни пирки пӗлтерет Муркаш район администрацийӗ. Ӑмӑрту шутӗнче 60 тата 100 метрсене чупасси, вырӑнтан сикесси, туртӑнасси, кросс, ишесси тата ытти те. Ҫавӑнпа та кӑмӑл пуррисен ҫав кун чи малтанах «Спартак» стадиона ҫитсе регистрациленмелле.
Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн «Готов к труду и обороне» (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) нормативӗсене вӑя кӗртесси ҫинчен калакан саккуна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Унпа килӗшӳллӗн ӖХХ нормативӗсене 11 ӳсӗм категорийӗнче уйрӑммӑн пурнӑҫлама май пур — 6 ҫултан пуҫласа 70 ҫултисем таранах. Йывӑрлӑхӗпе кашни ӳсӗмри нормативсене виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ, ҫапла май нормативсене пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн пӑхӑр, кӗмӗл е ылтӑн паллӑна тивӗҫме пулать.
Ӗнер Муркаш районӗнчи 19 ҫамрӑк ҫемье хӑйӗн ҫурт-йӗр условине лайӑхлатнӑ. Социаллӑ тӳлеве тивӗҫнине ӗнентерекен хута вӗсене райадминистраци пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев тыттарнӑ. Асӑннӑ категорие кӗрекен ҫемьесенчен улттӑшӗ хӑйсен ҫурчӗ пирки ӗмӗтленет. Ыттисем те ӑҫта пурӑнмаллине палӑртнӑ. Пӗрисем Муркашра хваттер туянасшӑн, теприсем — Мӑн Сӗнтӗрте. Хуланалла куҫса каяс шухӑшлисем те пур иккен — вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта хваттер илесшӗн.
Республикӑри евӗрех Муркашра та ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли ытти программа та вӑйра. Ялта пурӑнакан тата ӗҫлекенсене илсен, кӑҫал 10 ҫамрӑк специалистпа ялта ӗҫлесе пурӑнакан 7 ҫемье ҫурт-йӗр условине лайӑхлатнӑ. Тӑлӑх ачасенчен 15-шӗ кӑҫал хӑйсен ят кӗтеслӗ пулса тӑнӑ.
Пилӗк тата ытларах ача ҫуратакансене те патшалӑх пулӑшать. Муркаш районӗ ҫак тӗллевпе кӑҫал хыснаран 4,7 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. «Кӗмӗле» Юнкӑ тата Хурнуй ял тӑрӑхӗсенчи нумай ачаллӑ ҫемьесене пӳрт туса пама янӑ.
Сӑнсем (12)
Авӑнӑн 8-мӗшӗнче Муркаш районӗнче 78 ҫулти хӗрарӑм вӑрмана кӑмпа пуҫтарма кайнӑ та киле таврӑнман. Ҫухалнӑскере полицейскисем те шырама тытӑннӑ.
Ватӑскер ҫухалса кайсан тӑванӗсем патне шӑкӑравласа пӗлтерме пултарнӑ. Полицейскисем ҫав шӑнкӑрав пулӑшнипе ватӑскер ӑҫтарах пулнине палӑртнӑ. Йӗрке хуралҫисем тата ял халӑхӗ вӑрманта карчӑка шыранӑ.
Ватӑскере виҫӗ кунран ҫеҫ тупнӑ. Вӑл Ярӑслав ялӗ патӗнчи ҫӑва ҫывӑхне тухнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл темиҫе ҫухрӑм парӑнтарнӑ.
Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑскерӗн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.
Етӗрне районӗнчи «Ача-пӑча канӑвӗ» тулли мар яваплӑ обществӑра кӑҫал «Шевле» профиль смени ӗҫлерӗ. Унта чӑваш чӗлхипе, литературипе тата тӑван кӗтес культурипе ирттернӗ олимпиадӑсемпе мероприятисене хастар хутшӑннисемпе ҫӗнтерӳҫӗсене кантарчӗҫ. Асаилтеретпӗр, йышра Шупашкар хулинчи, Муркаш, Йӗпреҫ, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тата Етӗрне районӗсенчи ачасем пулнӑ.
Икӗ эрнене тӑсӑлнӑ смена вӑхӑтӗнче ачасем мастер-классене, экскурсисене, викторинӑсене хутшӑннӑ, паллӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ.
Профиль сменине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ ятап ирттернӗ мероприятие тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. «Шевлере» каннисемпе республикӑн Вӗренӳ министерствин специалисчӗ Т. Николаева, Етӗрне район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн мониторинг центрӗн ертӳҫи О. Данилова курнӑҫнӑ.
Сӑнсем (13)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |